Йӑршу — Мӑн Ҫавал юппи, Шупашкар район ҫӗрӗпе юхать. Юханшыв Атайкасси патӗнче пуҫланать.
Юханшыв тӑршшӗ 42,3 ҫухрӑм, бассейн лаптӑкӗ — 255 ҫх2. Пӗлӗмӗшле илсен ытларах юр шывӗпе тулать. Чылай вырӑнта ӑна пӗвелесе лартнӑ.
Ӗлӗк юханшыв ҫинче чылай шыв арманӗ ӗҫленӗ — ваттисем асаилнӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 20 яхӑн пулнӑ.
Авалхи карттӑсенче «Ирекша», «Ырекшу» ятсемпе палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна «ирӗк шу» пек ӑнланма пулать. Ҫавӑн пекех йӗрӗхпе ҫыхӑнтарни те, «йӗр» сӑмахпа ӑнлантарни те тӗл пулать.
Йӑршу юпписем пысӑках мар, ҫавна май чылайӑшӗн ячӗ те ҫук.
Пысӑкраххисем:
Юханшыв хӗрринерех ҫак ялсем вырнаҫнӑ: